
Чӑваш Енӗн культура министрӗ Светлана Каликова юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫлеме пӑрахнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ун хыҫҫӑн тепӗр кунне министр тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Надежда Павловӑна ҫирӗплетнӗ. Тепӗр темиҫе кунтан, тата тӗрӗсрех каласан, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ку тивӗҫе пурнӑҫлама Татьяна Казаковӑна шаннӑ.
Татьяна Казакова — культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ.
Сӑмах май каласан, вӑл культура министрӗн ҫумӗ пулса 2008-2016 ҫулсенче ӗҫленӗ, кайран Шупашкарти Кадет корпусӗн директорӗ пулса тӑнӑ, унтан Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗнче те ӗҫленӗ. 2020 ҫулта каллех республикӑн Культура министерствинче ӗҫлеме пуҫланӑ. Халӗ ӑна яваплӑ ӗҫ хушнӑ — министр тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ.
